«Çăлкуç» ача садĕнче агролаборатори ĕçлет

«Çăлкуç» ача садĕнче агролаборатори ĕçлет

        «Çăлкуç» ача садĕнче Элĕк муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Александр Терентьев, ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Анатолий Прохоров, «Новый путь» ял хуçалăх предприятийĕн тĕп агрономĕ Николай Тихонов пулчĕç.

Кăçалтан Чăваш Енри ял-салари ача-пăча сачĕпе шкул çумĕнчи ача сачĕсен ушкăнĕсенче 160 агролаборатори ĕçлеме пуçларĕ. Вĕсене республикăри фермер, ял хуçалăх тата тасатса тирпейлекен предприятисем хăйсем çине илнĕ. «Çăлкуç» ача сачĕпе вара «Новый путь» ял хуçалăх предприятийĕ тачă çыхăнса ĕçлеме кăмăл тунă.

Александр Юрьевич палăртнă тăрăх, ача сачĕсенче агролабораторисем уçасси «Вĕренÿ» наци проекчĕпе çыхăннă. Çĕнĕ çул çывхарса килнĕ май ял хуçалăх предприятийĕ ача садне 100 пин тенкĕлĕх парне турĕ.

Фотогалерея