Çу уйăхĕн 18-мĕшĕнче Элĕкри 1 –мĕш «Çăлкуç» ача садĕнче Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕ йĕркеленĕ тăван халăх культурипе паллаштаракан «Социокультура çăлкуçĕсем» программăна пурнăçланă май 3-4 çулхи ачасен чăвашла пуплевне аталантарас ĕç» семинар иртрĕ

Çу уйăхĕн 18-мĕшĕнче Элĕкри 1 –мĕш «Çăлкуç» ача садĕнче Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕ йĕркеленĕ тăван халăх культурипе паллаштаракан «Социокультура çăлкуçĕсем» программăна пурнăçланă май 3-4 çулхи ачасен чăвашла пуплевне аталантарас ĕç» семинар иртрĕ

Çу уйăхĕн 18-мĕшĕнче Элĕкри 1 –мĕш «Çăлкуç» ача садĕнче Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕ йĕркеленĕ тăван халăх культурипе паллаштаракан «Социокультура çăлкуçĕсем» программăна пурнăçланă май 3-4 çулхи ачасен чăвашла пуплевне аталантарас ĕç» семинар иртрĕ.

 

Семинара Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн регионти аталану центрĕн директорĕ Инесса Ядранская тата филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Александр Кузнецов, чăваш чĕлхипе литература кафедрин заведующийĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Анна Егорова, шкул çулне çитменнисен вĕренĕвĕн кафедрин аслă преподавателĕ Нина Соловьева хутшăнчĕç. Çак ырă тĕллевпе районти тата Канаш округĕн Уçырмари «Хĕвел» ача садĕнчи воспитательсем те пуçтарăнчĕç.

Семинар пуçламăшĕнче Элĕкри 1-мĕш «Çăлкуç» ача сачĕн ертӳçи Лариса Соколова тата Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕн регион аталанăвĕ центрĕн директорĕ Инесса Ядранская пурне те программăна сӳтсе явма хутшăнма кăмăл тунăшăн тав турĕç, ĕçре ăнăçу сунчĕç.

Семинара пухăннисене Людмила Александровна тата Елена Юрьевна музыка ертÿçисем аслă тата шкул умĕнхи ушкăнсенчи шăпăрлансемпе пĕрле ташă-юрăпа савăнтарчĕç.

Паянхи семинарта «Çăлкуç» тата «Хĕвел» ача сачĕсен воспитателĕсем ăсталăх лаççисем ирттерчĕç, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашрĕç.

Элĕкри И.Я.Яковлев ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулта пуçламăш классене вĕрентекен Фаина Николаевна шкулпа ача сачĕн çыхăнăвĕ пĕлтерĕшлĕ пулнине асăнса хăварчĕ, чăвашла пуплеве шкул çулне çитмен ачасенчен аталантарма пуçлани ачасене вĕренÿре пулăшнине пĕлтерчĕ.  

«Чечексем» кĕçĕн ушкăна çÿрекен ачасен ашшĕ-амăшĕсен ячĕпе Сергей Владимирович программӑн лайăх енĕсем пирки тухса калаçрĕ. Воспитательсем тăван чĕлхе çине тимлĕх уйăрни, ачасене пĕчĕкренех ăна юратма, хаклама вĕрентни чăннипех те пархатарлă ĕç пулнине палăтрĕ Сергей Стекольщиков.

Юлашкинчен семинара хутшăнакансем программа ăнăçлă, кирлĕ, усăллă пулнине пĕлтерчĕç, анчах та вăл тухăçлă пултăр тесен ача сачĕсенче вăй хуракансен кăна мар, ашшĕ-амăшĕн те тăрăшмаллине, килте чăвашла калаçмаллине палăртса хăварчĕç.

Фотогалерея