«Упрар тăван чĕлхемĕре» оратор ăсталăхĕн конкурсне пĕтĕмлетнĕ

Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министерстви Педагог тата наставник çулне халалланă оратор ăсталăхĕн конкурсне пĕтĕмлетрĕ.

Конкурс икĕ тапхăрпа иртрĕ: муниципалитет тапхăрĕ тата республика тапхăрĕ. Конкурсăн пĕрремĕш тапхăрне Чăваш Республикинче тата ун тулашĕнче вырнаçнă вĕренӳ организацийĕсен 5-6-мĕш класĕсенче чăваш чĕлхи вĕренекен кашни ача хăй кăмăлĕпе хутшăнма пултарчĕ. Иккĕмĕш тапхăра хутшăнма муниципалитет шайĕнче мала тухнă 55 ачана ирĕк пачĕç. Вĕсен шутĕнче Тутар Республикинчен 10 ача, Ульяновск облаçĕнчен 1 ача пулчĕ.

Конкурса хутшăнакансем «Тавах сана, вĕрентекенĕм», «Ачалăх – телейлĕ тĕнче», «Тăван енĕм паттăр çынсемпе пуян» темăсемпе калаçнă видеоматериал ярса пачĕç. Конкурса хутшăнакан ачан йышăннă правилăсене пăхăнса, грамматика йăнăшĕсемсĕр, тĕрĕс те илемлĕ, кирлĕ интонаципе, текста пăхмасăр хăй суйласа илнĕ темăна уçса памалла пулнă.

Жюри видеоматериалсене пăхса тухса конкурсăн çĕнтерӳçисемпе призёрĕсене палăртнǎ. Тихонова Мария, Чǎваш Сурǎм шкулěнче 6 класра вěренекен (ертÿçи Петрова А.Г.) «Тавах сана, вĕрентекенĕм» темǎра призер пулма пултарчě. 

 Конкурса хутшăннă ачасене, вĕсен вĕрентекенĕсене, муниципалитет ĕçченĕсене тав тăватпăр, малашнехи конкурссенче хутшăнма йыхравлатпăр, пурне те ăнăçу сунатпăр!

Çĕнтерӳçĕсем Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министерствин дипломне тивĕçĕç. Конкурсăн республика тапхăрне хутшăннă кашни ачана Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕн сертификатне пама йышăннă.